Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран пульницӑсенче хушма койкӑсем хатӗрленӗ. Кун пирки оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Пирӗн регионта кӑшӑлвируспа чирлесси, иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, 6,4 процент ӳснӗ. Ытларах Муркаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Вӑрнар районӗсенче чирленӗ. Кӗркунне ОРВИ сарӑлнӑран лару-тӑру пушшех те йывӑрланать.
Ҫаван пекех хӑш-пӗр районта вакцинаци тунӑ ҫынсен йышӗ сахал. Потребитель рынокӗнче ӗҫлекенсен хушшинче ку енӗпе уйрӑмах лару-тӑру йывӑр. Вакцинаци енӗпе Комсомольски, Патӑрьел, Улатӑр районӗсенче япӑх кӑтартусем. Ку тӑрӑхсенче чирлекен вара нумай.
Паян ҫур ҫӗр иртсен Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче пушар алхаснӑ. Ҫулӑм икӗ пӳрте тӗп тунӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тухнине ҫур ҫӗр иртни 3 сехет тӗлӗнче курнӑ. Ҫунса кайнӑ пӗр ҫуртӗнче пурӑннӑ хӗрарӑм пушартан ҫӑлӑнас тесе иккӗмӗш хутран сикнӗ. Ҫапла вӑл аллине амантнӑ, ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ.
Паян ирхине Муркаш районӗнчи «Хӗвеллӗ» сад юлташлӑхӗнче те пушар пулнӑ. Унта хуралтӑ таврашӗсем кӗле ҫаврӑннӑ.
Чӑваш Енре эрех ӗҫнине пула наркӑмашланнипе вилекенсен шучӗ йышланнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче ун пеккисен йышӗ 159 ҫынпа танлашнӑ, пӗлтӗрхи ҫур ҫултинчен ку вӑл 12 процент нумайрах.
Паян республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов (сӑнӳкерчӗкре) ЧР Правительство ҫуртӗнчи ирхи планёркӑра хӑй ертсе пыракан отрасльпе ҫыхӑннӑ доклад тунӑ.
Ҫынсем хӑйсем ҫине алӑ хуни, пӗри теприне вӗлерни, наркӑмӑшланни, шӑнса вилни чылай чухне ӳсӗр чухне пулса иртет.
Ҫынсем вилесси кӑҫалхи ҫур ҫулта пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен Ҫӗмӗрле районӗнче, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсенче 15 процент ӳснӗ.
Комсомольски районӗнчи тӳре-шара коррупципе ҫине тӑрсах кӗрешме шутланӑ. Ҫавна май унта район администрацийӗн ҫуртӗнче пӗрремӗш хутра ятарлӑ ещӗк вырнаҫтарнӑ.
Мӗн тума кирлӗ-ха ҫак ещӗк? Ахаль ҫынсем унта коррупципе ҫыхӑннӑ хыпарсене пӗлтерме пултараҫҫӗ. Хут ҫине ятпа хушамата, ҫырӑва каялла ямалли почта адресне кӑтартмалла. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫак ещӗке килнӗ хыпарсене халӑх хушшинче сармӗҫ.
Ҫӑхавсене ещӗке ирхи 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 5 сехетчен яма пулать.
Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Комсомольски районӗнче 38 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет.
Ҫав кун Кӗтне Пасар ялӗнчи пӗвере арҫын путни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. 1983 ҫулта ҫуралнӑ арҫын виллине тупнӑ, ӑна ҫыран хӗррине илсе кӑларнӑ та полицие панӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 2 ҫын путса вилнӗ. Ҫак тӗслӗхсен 95 проценчӗ шыва кӗме юраман вырӑнта пулнӑ.
Чӑваш Енре 35 ҫулти арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл Питӗртен Шупашкара килме тухнӑ та ҫухалнӑ. Хӑй вӑл – Комсомольски районӗнчи Тукай Мишертен.
Арҫын Питӗртен ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килме тухнӑ. Анчах паянхи кун та Шупашкара ҫитеймен. Ҫӗртмен 22-мӗшӗнче вӑл аппӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ, Шупашкара ҫитсе пыни пирки пӗлтернӗ. Ҫавӑнтанпа унран сас-хура пулман.
Зайнуллин Рестем Минсаеетович 180 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ хура, пичӗ тӑрӑхлӑ. Ҫухалнӑ кун кӑвак тӗслӗ спорт костюмӗ, калуш тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен 89603060411, 89278584734 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнче авари пулнӑ. унта ҫамрӑх хӗрарӑм ҫапӑнса вилнӗ. Вӑл 27 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
18 сехет те 25 минутра А-151 автоҫулӑн 74-мӗш ҫухрӑмӗнче икӗ машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нива» водителӗ руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса «Фольксваген Тигуанпа» ҫапӑннӑ.
«Нива» рулӗ умӗнче ларнӑ 27 ҫулти хӗрарӑм васкавлӑ медпулӑшу ҫитичченех вилнӗ. Иномарка водительне, 46 ҫулти арҫынна, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Паян Канашри Разин урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра тухнӑ пушар ҫивиттие сиенленӗ. Вут-ҫулӑм тӑватӑ подъездлӑ пилӗк хутлӑ ҫуртра ирхи 3 сехет те 30 минут тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. «Хӗрлӗ автан» 900 тӑваткал метр лаптӑка сиенленӗ. Ҫуртран 170 ҫынна эвакуациленӗ. Турра шӗкӗр, инкекре шар куракансем пулман.
Вут-ҫулӑма сӳнтерекенсем Канаш хулинчен, Тӑвай, Комсомольски тата Ҫӗрпӳ районӗсенчен тӑватӑ автоцистерна шывпа, виҫӗ автопусмапа ҫитнӗ. Ҫулӑма ирхи 5 сехетре сӳнтернӗ.
Инкек хыҫҫӑн Канаш инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑннӑ.
Ҫуртра пурӑннисене хулари 3-мӗш шкула вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хӑй ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленекенскер, поэзие юратакансене ҫӗнӗ кӗнеке парнелерӗ. Ку вӑл — сӑвӑҫӑн вырӑсла куҫарнӑ «Навсегда я выбрал этот путь» ятлӑ пуххи.
Чӑваш поэчӗн сӑввисене вырӑсла куҫаракансен йышӗнче паллӑ ту сумлӑ сӑвӑҫсем: Аристарх Дмитриев, Виктор Овчаров, Анатолий Смолин, Владимир Грибанов, Рита Кириллова (пурте Чӑваш Енрен), Юрий Щербаков (Аҫтӑрхан), Сергей Бирюковпа Евгений Степанов (иккӗшӗ те Тамбовран), Николай Михин (Питӗр), Анастасия Ермаковапа Анатолий Парщиков (иккӗшӗ те Мускавран).
Кӗнеке тиражӗ — 500 экземпляр. Унӑн хуплашкине Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ Сусанна Григорян ӳкернӗ «Валери Туркай. Чӑваш халӑх поэчӗ» портрет илем кӳрет.
«Навсегда я выбрал этот путь» кӗнекене вулакан патне ҫитерме Комсомольски райӗнӗнчи Тукайра ҫуралса ӳснӗ паллӑ предприниматель тата меценат Геннадий Шурбин укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ.
Комсомольски районӗнче пурӑнакан арҫын тӑванӗсенчен, банкран кивҫен илсе тултарнӑ. Пӗтӗмпе 1 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ. Унӑн халӗ явап тытма тивӗ.
2018 ҫулта 66-ри арҫын тӑванӗсенчен 800 пин ытла тенкӗ кивҫен илнӗ. Тӗрлӗ сӑлтав шутласа тупнӑ вӑл, ҫав шутра – ӗне ферми уҫассине те. Кредит организацийӗнчен те ҫак сӑлтавпа 375 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Хӑйӗн татман кредитсем пуррине каламан, уйӑхсерен тӳлеме пултарассине ӗнентернӗ.
Анчах арҫын укҫана тавӑрса пама васкаман. Вӑл нимӗнле услам та уҫман, нухрата урӑх тӗллевпе пӗтернӗ.
Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Елчӗк районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |